«Сарпи вулавĕсем» конкурс

   Ака уйăхĕн 24- мĕшĕнче  Нăрваш Шăхаль шкулĕнче « Сарпи вулавĕсем» конкурс иртрĕ.  Унта хаклă хăнасем: Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ  Ю.Н. Исаев, ЧРИО проректорĕ С.В. Петрова,  паллă сăвăçсем  Р. Сарпи, А. Юрату,  Ю. Сементер,  районти вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи И.П. Рубцова хутшăнчĕç.

     Пултарулăх тупăшăвĕ икĕ номинаципе иртрĕ: Р.Сарпи тата А.Юрату сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем номинацире  7а класра вĕренекен   Яфизова Лейля 2-мĕш вырăна тухрĕ(вĕрентекенĕ Павлова Л.В.). Р.Сарпи тата  А. Юрату сăввисене пăхмасăр калакансен  номинацийĕнче  5б класра вĕренекен  Купкенова Зиля ,  7а класра вĕренекен Кучанова Алсу , 3а класра вĕренекен Забирова Алина3-мĕш вырăн йышăнчĕç (вĕрентекенĕсем  Лукьянова О.В., Павлова Л.В.).

Саламлатпăр  сире!