«Эпир маттур ачасем!» вӑйӑ - конкурс

       Ака уйӑхĕн 19-мĕшĕнче Павлова Л.В вĕрентекен  7-мӗш а тата б классем хушшинче  «Эпир  маттур ачасем!» вӑйӑ - конкурс   ирттерчӗ. Пурӗ 4 станци  пулчӗ: тупмалли юмах, паллă çынсем, чăваш чĕлхи, культура тата фольклор. Кашни  станцинче ушкăнсем хастар ӗçлерӗç. Ушкăн ячĕсем: 7а клас  -  «Туслах»,  7б класс -  «Асамат кепере». Ăмăрту питĕ хастар иртрĕ. Ку вӑйăра «Асамат кепере» ушкӑн 300 балл пухса «çӗнтерӳçӗ»  пулса тăчĕ.

Ҫӗнтерӳçӗсене  саламлатпӑр!!!