Пазюкова Ландыш – Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсенче призер

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, шăп та лăп  Геннадий Айхи поэт пурнăçран уйрăлса кайнă кун, поэзине юратакансем вун пĕрмĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал районти шкулсенчен 93 вĕренекен хутшăнчĕ конкурса. Инçе çула пăхмасăр пирĕн пата Атнер Петрович Хусанкай литературоведпа унăн мăшăрĕ Гажидма Дамбаевна Хусанкай – Г.Айхи ячĕллĕ фонд ертÿçи,  Галина Борисовна Куборская-Айги преподаватель (Г.Айхи мăшăрĕ), чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Аркадьевна Селиверстрова, Сергей Бирюковпа Саша Грач поэтсем тата Сергей Журавлев фотокорреспондент çитрĕç.

     Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах Çĕньял масарне çитсе Геннадий Николаевич Айхи вил тăприне пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнчĕç.

      Шупашкартан хăнисене чыслă кĕтсе илнĕ хыççăн пурте номинацисем тăрăх классене саланчĕç.  Конкурс 3-10 - мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ.

     Пирĕн шкултан çак конкурса 3 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен  10- мĕш класра вĕренекен Пазюкова Ландыш «Айхи сăввисем» номинацире 8-10 классем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

     Юлашкинчен пурте пĕрле Геннадий Айхи юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрра юрларĕç.