Мероприятие

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн шкулта  чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа

165 çул  çитнине халаласа ачасен пултарулăхĕпе йĕркеленĕ пысăк концерт  пулчĕ. Çак мероприятие 2-10 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç.  Чи малтанах И.Я.Яковлевăн  ĕçĕ-хĕлĕ  тата пурнăçĕпе паллаштарчĕç, презетаци кăтартрĕç. Ун хыççăн концерт пуçланчĕ. Āна  чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Лукьянова О.В. ертсе пычĕ. Вĕренекенсем  чăвашла илемлĕ юрăсем юрларĕç,  сăвăсем каларĕç, ташăсем ташларĕç. 4б класара вĕренекенсем  "юмах лартрĕç".

Концерт пурне те килĕшрĕ.